Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Лайӑх юрӑ ватӑлмасть

Халӑхра ӗмӗр упранакан тарӑн шухӑшлӑ, пуян содержаниллӗ сӑвӑсен авторӗ В.А.Урташ ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине тинтерех палӑртрӑмӑр. Пултарулӑх ҫул-йӗрӗпе алла-аллӑн утса юлташӗн сӑввисемпе сахал мар юрӑ кӗвӗленӗ А.С.Сергеев композитора та асӑнмасӑр хӑварас килмест.
Асран тухми ҫав икӗ ят «Кӑмӑлӑрсем ылтӑн пулнӑран», «Ма хитре-ши Шупашкар урамӗ...», «Шупашкарӑн лӑпкӑ каҫӗсем», «Юрламасӑр чун чӑтмасть» тата ытти хайлав авторӗсем пулнине вулакансем пӗлеҫҫӗ паллах. Вӗсен юррисем, кӗске вӑхӑтрах халӑх юратаканнисем пулса тӑнӑскерсем, кӗвӗ ҫепӗҫлӗхӗпе, чӑвашлӑх туйӑмӗпе халӗ те ҫунатлантараҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.

Кӑмӑлӑрсем ылтӑн пулнӑран,
Мӗн ачаран пӗрле пулнӑран
Хыпар тӑвас терӗм, тус-тӑван,
Кил-йыш ҫапла хушать — мӗн тӑван?

А.Сергеевпа В.Урташ ӗҫӗсем тӗрлӗ конкурсра кашнинчех малтисен ретӗнче пулнӑ. Чӑваш радио ирттернӗ «Чи лайӑх юрӑсем» конкурсра «Шупашкарӑн лӑпкӑ каҫӗсем» пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗр ытла юрӑ авторӗпе пӗрле композитор та халӑх хушшине час-часах тухса ҫӳренӗ, ӗҫ ҫыннисене асра юлакан концертсемпе савӑнтарнӑ. Клубсӑр пуҫне уй-хир, йӗтем, ял урамӗ, машина кузовӗ «сцена» пулса тӑнӑ хастарскерсемшӗн. Александр Сергеевич ҫуралса ӳснӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямашра та пӗрре ҫеҫ мар пулнӑ вӗсем. Хӑйсен «Пушкинне» ентешӗсем кашнинчех хапӑлласа кӗтнӗ. Ун чухне те хӗл сиввине пӑхмасӑр халӑх лӑках тулнӑ пӗчӗк клуба. Тӗлпулу каҫне Ямаш каччи ертсе пынӑ. Патриотлӑ сӑвӑсем, лирикӑллӑ юрӑсем янӑранӑ тӑван ял клубӗн сцени ҫинче. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ Г.Е. Емельянов та хӑйӗн ячӗпе юрӑ шӑраннине итлесе ыттисем пекех куҫҫульне чарайман...
Ирхине куршӗри Такана ялне васканӑ икӗ тус. Ҫӳхе тумланнӑскерсене Гурий Емельянович лашапа леҫме килӗшнӗ кӑна мар, кӑҫатӑ, алсиш тупса панӑ. Пӗчӗк те хыткан старикӗн шӑлаварӗ А.Сергеева ниепле те юрасшӑн пулман, ваткӑллине шыраса тупнӑ та — май килтернех вара.
Асра юлакан унашкал ӑшӑ самант сахал мар пулнӑ ҫул ҫӳреме ӳркенмен икӗ ӗҫтешӗн.
Ҫывӑх тусӗ вилсен куляннипе ун патне шӑтӑка сикме хатӗрленнӗ Сергеева аран лӑплантарнӑ теҫҫӗ. Чун ыратӑвне ниҫта шӑнӑҫтарайманскер тӑван ялне «Умер лучший друг Урташ» тесе пӗлтернӗ. Тӑванӗсем, тӑрук хыпӑнса ӳкнӗскерсем, Санькӑ (Сергеев) вилни ҫинчен Урташ ҫырса янӑ пек ӑнланса-ши е урӑх сӑлтавпа-ши — Шупашкара васкаҫҫӗ. Пылчӑклӑ ҫулпа ҫӑрӑлакан машинӑна тракторпа туртса тухма тивнӗ. Ҫитнӗ хайхискерсем хваттере — унта хурлӑхлӑ Александр Сергеев ларнӑ...
Мӗн тӑвӑн, пултаруллӑ композитор та ҫамрӑклах ҫӗре кӗчӗ. Шартлама сивӗре ҫуралнӑ патварсем (раштав, кӑрлач) иккӗшӗ те хӗвеллӗ ҫуркунне (пуш, ака) ҫут тӗнчерен уйрӑлчӗҫ. Пӗчӗкренех ӑслӑ-тӑнлӑ, маттур ҫитӗннӗскерсене иккӗшне те тӑван ялӗсенчи ачасем вӑйӑсенче яланах командира суйланӑ. Марш ҫеммипе тӗрлӗ юрӑпа харӑссӑн уттарнӑ тусӗсене Санькӑ. Халӗ, ҫулсем иртнӗҫемӗн, унӑн «Ма хитре-ши Шупашкар урамне» Ямашсем ура ҫине тӑрса юрлаҫҫӗ. Тутарстанри Пӑва районӗнчи Раккассинче В.Урташ ентешӗсем — «Тавах, аннене».
Александр Сергеев — нумай юрӑ авторӗ. Ю.Плотников, Ю.Петров, А.Галкин, Н.Кушманов сӑввисемсӗр пуҫне хӑй ҫырса кӗвӗлени те сахал мар унӑн. «Шӑматкун каҫхине», «Ҫӗнӗ пӳрт юрри», «Будьте спокойны, мамы» тата ытти те.
Юрататӑн пулсан,
Ҫӑлтӑрсем ҫухалсан,
Шурӑм пуҫ ҫутипе тӗр тӗрлер.
Эсӗ манӑн пулсан,
Эпӗ санӑн пулсан,
Ҫак юрра пӗр-пӗрне парнелер...

Туслӑхпа тӑванлӑха, пурнӑҫа мухтакан, сӳнми юрату туйӑмӗпе вутлантараканскерсене, шел те, сайра хутра ҫеҫ илтетпӗр. Талантлӑ сӑвӑҫпа пултаруллӑ композитор чун-чӗри витӗр шӑранса тухнӑ юрӑсен ахрӑмӗ каялла ҫаврӑнса ҫитсе «ҫамрӑкланасса» шанас килет. Лайӑх юрӑ ватӑлмасть теҫҫӗ.
Альбина Исемпи, «Хыпар», пуш, 17


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-03-27 19:18:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2960 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем